Чăвашра сăмах вĕççĕн упраннă Библи ячĕсем

Муççей? Массей? çунакан тĕмме курать

Нумайăшĕ чăвашсем христианлăха 18-19 ĕмĕрсенче кăна ернĕ тесе шухăшлать. Анчах чăвашсен аслашшĕсем библипе Кутрикурпа Онокур патшалăхĕ вăхăтĕнче тĕл пулаççĕ. Висантти миссионерĕсем пулăшнипе библи пĕрремĕш хут Окур (пăлхар чăваш) чĕлхипе кун çути курма пуçлать (http://yunus.hacettepe.edu.tr/~eminey/makaleler/yilmazkbol8.pdf).

Шел, ни Кăтрисем ни Вуннисем библие çăлса хăвараймаççĕ. Ни Висанттин çул çырăвĕсенче урăх нимĕнле пĕлÿ сыхланса юлман.

Тен Христос тĕнĕн витĕмне чăннипех чăваш ячĕсенче сăнама пулать?

Чăваш аслă аслашшĕсем ĕлĕкхи ĕмĕрсенчех ытти халăхсемпе хутшăннă чухнех Христос тĕнĕнчен ятсем туяннă. "Дохристианские" тенине мĕнле тупса палăртма май пур вара?

Çак списсăкра темĕн чулĕ ят тĕрлĕ тĕнтен пăтрашăнса пĕрлешнĕ. Авлей, Авнаир, Аврел, Альмемет, Альмет, Амалек, Атам, Ахай, Ахман, Ахрам, Аюхха, Mассей, Myççей, Эсек... Магницкийĕн вунă пин ят списсăкĕнчен пиншер библи ячĕ тухать, кусенчен нихăш те вырăссем илсе килнĕ христос тĕнĕ хумĕпе килменскерсем, унчченех упранса юлнăскерсем. Нихăшне те тĕрĕксен христос е мăхаммат тĕнĕчченхи чĕлхипе ăнлантарса пама май çук.

No comments: