Финлянди пуҫламӑш класӗнче урок - акӑлчан чӗлхи + географи + рэп (Photo credit http://www.independent.co.uk/) |
Ӗнтӗ нумай ҫул хушши ӑнӑҫлӑ вӗренӳ системине пӗр сӑмахпа чӗнме пулать -Финлянди. Тӗнчери нацилле ҫӗршывсене тӗпчесе тунӑ вулама-ҫырма тата хутла пӗлнине кӑтартакан списоксенче пӗр вӗҫӗм мала тухакан халӑх вӑл.Хальлӗхе Финляндипе тухӑҫри Китайсем, Сингапурсем кӑна ӑмӑртаяҫҫӗ. Анчах хайхи пӗлӳлӗх ҫӗршывӗ тепӗр, унччен шутламан, тӗлӗнмелле шухӑша пурнӑҫа кӗртме ҫине тӑчӗ: йӑлана кӗнӗ "предмет вӗрентессине" пӑрахӑҫласа ун вырӑнне темӑ вӗрентмелле.Хельсинки (Helsinki) тӗп хулари ҫамрӑксемпе аслисене вӗрентессишӗн яваплӑ Лииса Похйолаинен (Lisa Pohjolainen) ҫаплпа калать: "Эпир пуҫарнӑ ҫак ӗҫ Финляндири вӗренӳшӗн пысӑк улшӑну пулӗ".
Ӗҫлӗ пурнӑҫа хатӗр
Хула аталӑнӑвӗшӗн тӑрӑшакан пуҫлӑхсем ачасене шкулта ӗҫ пурнӑҫӗнче кирлӗ пӗлӳ парса вӗрентесшӗн. "Ҫамрӑксем вӑйлӑ компьютерсемпе усӑ кураҫҫӗ. Ӗлӗк банксем шутлав-хисеп тутарма чылай клерк тытатчӗҫ тейӗпӗр, халӗ вара ку пачах урӑхла. Ҫакна кура вӗренӗве те паянхи обществӑпа производствӑ нушисене шута илсе урӑхлатса йӗркелемелле.”Ирпе истори, кӑнтӑрла иртсен географи... - ятарлӑ предмет урокӗсене Финляндин аслӑ классенчи вунулттӑри ҫамрӑксене вӗрентме пӑрахрӗҫ те ӗнтӗ. Предметсем вырӑнне финсем "феноменла" вӗрентӳ - тема тӑрӑх вӗрентесси - туса хунӑ. Тӗслӗхрен, ӗҫ-хӗл шкулне хутшӑнакан яш ача "Кафеттери сервисӗ" урокӗсене кайӗ, унта кирлӗ шайра математикине те, ют чӗлхине те, илемлӗ ҫырупа коммуникацине те хӑнӑхӗ. Ӑслӑлӑх шкулне кӑмӑллаканни вара Европӑ Пӗрлӗхӗ темӑллӑ уроксене ҫӳресе ӗҫӗнче кирлӗ экономика, истори, ют чӗлхепе геогрфи пӗлӗвне алла илӗ.Ниме меслечӗ
Ретӗн-ретӗн ларса, учителе кичеммӗн итлесе, вӑл хӑҫан ыйту ыйтса ура ҫине тӑратассине кӗтекен яш-кӗрӗмӗн пурнӑҫне урӑхла улшӑнусем те кӗтеҫҫӗ. Малашне вӗсем пӗчӗк ушкӑнсене пайланса пӗр-пӗринпе хутшӑнассине (коммуникацине) хӑнӑхса, пӗрле тӗрлӗ ыйтусемпе задачӑсене шутлама тӗллевленӗҫ.Ачасене паянхи ӗҫлӗ пурнӑҫа хӑнӑхтарса вӗрентес тесе ӗмӗтленекенсем, реформа шӗкӗр хулана кӑна мар, Финляндин пӗтӗм ял-хулине пырса тивессине пӗлтереҫҫӗ. Шкулсенче 1900 ҫулсен йӗркипе вӗрентни хальхи 21-мӗш ӗмӗрте пурнӑҫ нушине тивӗҫтерми пулчӗ. Финлянди тулашӗнче те чылай вӗрентӳҫӗ ачасене ӗҫлӗ пурнӑҫа пӗлӳллӗн, ӑслӑ-тӑнлӑн, этеплӗн кӗртме пулӑшма пултараслӑха ҫӗнӗлле вӗрентессинче курать.
Педагогсен нуши
Анчах, паллах, Финляндире те ку реформӑна хирӗҫҫисем пур. Вӗсенчен ытларахӑшӗ ӗмӗр тӑршшӗ хӑйсен предметне тап-тарӑн тӗпчесе пур енчен те ӑста педагог пуласшӑн ҫуннисем. Ҫӗнӗ йӗрке вӗсене хӑйсен меслечӗсене юрӑхсӑра кӑларать, пӗр кун хушшинче тенӗ пек ҫӗнӗ ӑслӑлӑхсене алла илме хушать.Хулари кашни 7 педагога ҫӗнӗ майпа вӗрентсе хатӗрленӗ ӗнтӗ. Ҫӗнӗлле вӗрентӳҫӗсене ытларах ӗҫ укҫи парса хавхалантараҫҫӗ. Пуҫлӑхсем пӗлтернӗ тӑрӑх учительсенe ҫӗнӗлӗхе ырлаттарса кӑмӑлӗсене уҫасси питӗ йывӑр, анчах ҫӗнӗлле хатӗрленнӗ учительсем пӗртте ӳкӗнмеҫҫӗ, текех кивӗлле вӗрентме те килӗшмеҫҫӗ.Пирвайхи даннӑйсем вӗренекенсем те чылай усӑ курнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫӗнӗ меслете пуҫӑннин иккӗмӗш ҫулхине шкул ачисен "тухӑҫлӑхӗ" (финсем "успеваемость" сӑмаха та тек килӗштермеҫҫӗстандарт) самай ӳснӗ.Шкул умӗнхи сектора та ҫӗнӗлӗх кӗтет имӗш. Вӑйӑлла Вӗренӳ инноваци центрӗ (ВВЦ) пӗчӗк тата кӗҫӗн ачасене вӗрентессине тата вӑйӑллӑрах тӑвассишӗн компьютер вӑййисене тӑвакансемпе калаҫу-хаклашу ирттерет. ВВЦ пуҫлӑхӗ Олави Ментанен Финляндие тӗнчен вӗренӳре вӑйӑран пайта курассипе тӗнче шайӗнчи ҫулпуҫӗ туса хурассишӗн.
Ытти халӑх вӗрентӳҫисем Финляндире пулса иртекен тимлӗн сӑнаҫҫӗ. Реформӑсем ӑнӑҫу илсе килӗҫ-и, сиен кӳрӗҫ-и - ку ытти ҫӗршывсенче вӗрентӳ системи мӗнлерех улшӑнассине систерӗ.
Пӗчӗккисене - вӑйӑпала илӗртсе
Пӗчӗккисене - вӑйӑпала илӗртсе
No comments:
Post a Comment