CăvashLat Kanashĕ ЧăвашЛат çырулăхĕ валли ансат сарăм туса кăларчĕ

CăvashLat Kanashĕ ЧăвашЛат çырулăхĕ валли ансат сарăм туса кăларчĕ
ЧăвашЛат Канашĕ Windows валли ятарлă ансат сарăм (раскладкă) туса кăларчĕ. Ăна кашни ансаттăн лартса усă курма пултарать. Компьюттăрпа чăвашла çырасси татах çăмалланать. Сарăма çакăнтан уçлăр:
http://cavashlat.googlepages.com/BulgarianCVLat.rar

XIX ĕмĕрте чăвашлăх чĕрĕлса аталанма, чăвашла хаçатсем, кĕнекесем тухма пуçланă вăхăтранпах чăвашла сас паллисене пичетлес ыйту тăрать. Ни Константин Иванов вăхăтĕнче, ни совет вăхăтĕнче, ни 90-мĕш çулсенче кашни чăваш çынни чăвашла ирĕклĕ канлĕ çырса-пичетлессине тивĕçтерекен хатĕр пулман, çуккă та. Çав ыйтăва татса парассишĕн çунсах ĕнтĕ ылтăн алăллă Константин Иванов хăех пичетлемелли хатĕр шутласа кăларать, унпа усă курса çăмăлах мар пирки халăхрах çав хатĕр сарăлмасть.

Совет революцийĕ хыççăн чăваш чĕлхин хÿреллĕ-шлепкеллĕ сас палли йышне реформăлаççĕ—чăваш чĕлхине самай вырăслатаççĕ, ытлашши сас паллисене катаççĕ, вырăсран урăх сас паллисем кĕртеççĕ, хаçат-кĕнеке пичетлес ĕçе майлаштараççĕ. Чăваш чĕлхинче вырăсран расна 4 шлепкеллĕ-хÿреллĕ сас палли кăна юлать: «ă», «ĕ», «ç», «ÿ». Уйрăмлăхĕ шлепке тата хÿре пулнине пула чăваш совет влаçĕ чăваш чĕлхи валли ятарлă пичет машини кăларассипе малĕмĕтленмест—вăл халĕ те çук. Чăваш интеллигенцийĕ стантартлă вырăс машинккисемпе çапса чăваш шлепкисене алă вĕççĕн кăна лартаççĕ.

90-мĕш çулсенче Раççее анăçран харпăр компьютерсем килме пуçласан халăх машинкăпа çапма пăрахать, малалла пурте копьютерпа çыраççĕ. Самана чăвашла пичетлессине реформăлама ыйтать. Чăваш чĕлхине саккун тăрăх аталантарма тивĕç Чăваш правительстви урлă выртана тăрăх та çавăрмасть, чăваш наци конгресĕ чăваш сас паллийĕсенчен тунса вырăслипе кăна усă курма сĕнет. «Чăваш чĕлхин кĕпи тăвăрланать», чăвашлăх хăйĕн ĕнчине, тăван чĕлхине çухатас синкере кĕрет.

21 ĕмĕрте Чуваш.орг чăваш сас паллийĕсене интернетра, компьютерта пĕрпек çырассипе ĕç тапратать. Чуваш.оргпа пĕрле чăвашла латин сас паллисемпе çырма май шыракан ЧăвашЛат ушкăнĕ тĕвĕленет, ЧăвашЛат çырулăхĕ пулса каять. Латинçăсем хăйсен чăвашлатнă роман çырулăхĕ тавра Канаш йĕркелесе, тĕллевĕсене, задачичене палăртаççĕ. ЧăвашЛат валли ятарлă сарăм кăларни Канашăн малтанхи ĕçĕсенчен пĕри. Малтанах канашçăсем “Ubuntu” системине чăвашлатаççĕ, халĕ “Windows”a та.

Bulgarian (CVLat) сарăмне çак адреспа уçласа илĕр:
http://cavashlat.googlepages.com/BulgarianCVLat.rar

Ăна вырнаçтарасси питĕ ансат. Уçласа илнĕ хыççăн “setup.exe” файла тапратăр. Ларту вĕçленсен чĕлхе хăмине (языковая панель) пăлхар чĕлхи хушăр, çавна хушнă чухне системă сире сарăм суйлама ыйтĕ, - «Чувашская (CVLat)» суйлăр. Малалла ЧăвашЛат çырулăхĕпе çырмашкăн Пăлхар чĕлхине суйламалла. Чăваш сас паллийĕсем «Cылтăм Alt» пускăчĕпе харăс «A», «E», «S», «U» тÿмисене пуссан тухаççĕ.

Bulgarian (CVLat) сарăмĕ Windows ĕçне чăрмантармасть, унпа усă курма ниепле хăрушлăх та çук. Асăрхаттару: Сарăм «Unicode» пур кашни программăра ĕçлеме тивĕç. Юникод кодировки çук çĕрте чăваш сас паллисем кирлĕ пек тухмасан пултараççĕ.
Малалла кашни çын чăвашла хĕн-асап тÿсмесĕр çырайĕ, пичетлейĕ.
Çак самантрах CVLat Kanashĕ “Bulgarian (CVLat)”ран та лайăх сарăм кăларассипе ĕçлет. Хальхи сарăма та çитес вăхăтра аванлатĕç, çĕнетĕç.

1 comment:

Bryce Wesley Merkl said...

Very interesting comments. I enjoyed them very much. Here is site you may enjoy:

Чăвашла wiki browser