Салам: Анчахрах эп Викинче чĕлхесем çинчен вуларăм. Чунра тăвăр. Мĕн чухлĕ чĕлхе пĕтес тĕле çитнĕ. Хăруш... Нивушлĕ пире çав шăпах пырса çапать?Хушшăмăрта калаçсан, чĕлхемĕрпе калаçма, çырма ыйтсан пĕтмĕпĕр. çапах паянхи християн тĕнчи Папĕл халапĕпе хавхаланса, Турă чĕлхене тепре салатса яраять-ши, яраймасть-ши тесе пурăнать. Чĕлхе вăл усал хатĕр, вăл пур енчен сырса илекен ырăлăхран, уçăлăхран, тÿрĕлĕхрен, тăрăлăхран сыхлать, сăваплă вăрттăнлăх вучĕн шухăшĕ вăл чĕлхе. Чăвашла калаçни вăл пурне те хирĕç - акăлчана та, вырăса та, киттая та, туркка та, пăлхара та, тутара та - халсăр, хавхасăр халăхăн чĕлхи çухалех вара. Эпир вĕсене пĕртте хирĕç мар вĕт паян, пулаймастпӑр та - европпăлла икĕпитлĕхе чухламалла, вĕренмелле, витĕр курмалла - вара шанăç пулĕ.
Чĕлхе пулмалла ĕлккен - илĕртÿллĕ хĕр çăварĕнчен йăкăш тухса хут-çине тĕрлĕ тĕспе, мрамăр чул çине якатса ылтăнпа çырăнмалла. Тем пек ултавлă пулин те тулашĕ, çирĕп тулашсăр нимĕнле (чи ырри пулин те) шалаш сыхланса юлмĕ. Чĕлхемĕр хăтлаттăр, хăтартăр, пуянлаттăр, чĕрттĕр, явапсăрлаттăр, ирĕклеттĕр.
No comments:
Post a Comment