Chuvash.org: Çĕнĕ Çул умĕн Паратайп фирмăран савăнăçлă хыпар килчĕ — Раççейри халăхсен алфавичĕсене шута илекен шрифт кăларнă. Хальлĕхе пĕр шрифт кăна, вăл «ПТ Санс» (PT Sans) ятлă. Шрифт ирĕклĕ, ăна усă курнăшăн укçа тӳлемелле мар.
Ăна нумай наци пурăнакан çĕршывра халăхсен хушшинче офицциаллă тата ĕçлĕ çырусем çырма юрăхлă шрифтсен пуххине хатĕрлемелли проекта пурнăçланă май ăсталаса тунă. Проекта килĕшӳллĕн çав шрифтсемех информаци ĕмĕрĕнче националлă çыруллăхсене аталантарма тивĕç. Ку чăн ĕнтĕ — 2010 çул çывхарса пырать пулин те Раççейри вырăс мар халăхсен ку енчен пысăк чăрмавсем пур. Вăл чăрмавсене кашни халăх хăй тĕллĕн, хăй пĕлнĕ пек сирме тăрăшать. Чăваш чĕлхи анинче те мĕнле кăна тумаççĕ пулĕ — ятарлă шрифтсем хатĕрлеççĕ, латин саспаллийĕсем шутне кĕрекен пĕрешкел курăнакан саспаллисене усă кураççĕ, латинла çыракан та пур.
Проект РФ пичетпе массăллă коммуникаци агентстви пулăшнипе пурнăçланать.
Гарнитура 8 начертаниллĕ — 4 стандартли; 2 — пĕчĕк кегельлĕ набор валли тунă пысăк пропорциллĕ начертанисем; 2 — экономлă набор валли тунă хĕсĕк начертани.
2010 çулта ку ĕçе малалла тăсма шутлаççĕ — сăмахран, ПТ Сериф шрифта кăларасшăн.
Шрифтра 1) Ĕĕ (латтин напорĕнчи Чăваш чĕлхи комиссийĕ йышăннă стандартлă сас палли) çукки кÿрентерет. 2) Ÿÿ (тепĕр стандарт) сас палли те, паллах, швед чĕлхинчи пекех - хаçатсенче хăнăхнă Яковлев кÿлепипе усă курас тесен начертанине улăштармалла.
Çаксене шута илсе шрифта майлаштартăмăр - CăvašLatrămăr! Пирĕн верссй - автор прависем паллах, Паратайпăнах:
Paratype Sans:
No comments:
Post a Comment