Компьютерпа «калаçакан» ăсчах

Чăваш хĕрарăмĕ, №14 (624)


ПĔЛЕС КИЛЕТ-И? Владимир Ильич Семенов 1985 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн физмат факультетне пĕтернĕ. Пĕр вăхăт Пермь облаçĕнче шкулта ĕçленĕ. Унтан университетăн ăслăлăх тĕпчев пайне таврăннă. «Калаçăва уйăрасси» темăпа ĕçлет. Çак тĕллевпе кĕске хумсемпе усă курма пуçланă. Сасă тĕнчин тыткăнне лекнĕ. Ку енĕпе 3 ĕç тĕлĕшпе автор правине хÿтĕленĕ, ăслăлăхра 30 проект хатĕрленĕ. Вĕсенчен 20-мĕшĕ - сасă енĕпе. Компьютер программине хатĕрленĕ чухне этем хăлхин ĕçĕн меслетне никĕсе хывнă.
Юмах чăнлăхран мĕнпе уйрăлса тăрать?
Кулленхи ыйтусене татса панăçемĕн пурнăç мĕн тери хăвăрт улшăнса пынине асăрхамастпăр та тен?.. Пирĕн мăн асатте-асанне ачи-пăчине каласа кăтарнă юмах паян чăн пурнăçа çаврăнса пырать вĕт. Эпир ача чухне кăна-ха ялта пурин те телевизор та пулман, халĕ вара ваттисем те текех кĕсье телефонĕсĕр пурăнма та пултраймаççĕ, мăнукĕсемпе танах аталанса пырассишĕн компьютер курсĕсене çырăнаççĕ. Ятарлă программăсемпе усă курса компьютерпа телефон вырăнне усă курма пулать. Ку кăна та мар-ха, хăвăнпа калаçакан çыннăн сăнĕ те курăнать. Анчах И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ физмат преподавателĕ В.Семенов пурнăçра çитес вăхăтра тата курăмлă улшăнусем пуласса шантарать. Чăн та, хальлĕхе ку юмах шайĕнче. Пирĕншĕн. Ахаль çынсемшĕн. Физика тĕнчине алăри пÿрнесем пек пĕлекенскер вара пĕр иккĕленмесĕр çирĕплетет. «Юмахра Яга карчăк пÿртне мĕнле çавăрать хăй енне? «Вăрман енне - çурăмпа, ман енне - питпе», - тет. Нумай та вăхăт иртмĕ, пĕр 30-40 çултан /тен, маларах та/ эпир машинăна ларсан: «Тапран!» - тесе калăпăр кăна. Алăксене хальхи пек çăрасемпе питĕрме пăрахăпăр. Кил е хваттер умне çитсен: «Алăк, уçăл!» - тесе кăна калăпăр. - «Газ плити, ĕçлеме пуçла!» «Телевизор, кăтарт!» Тата çакăн йышши хушусем кăна парĕ çын. Инçĕшре ĕçлекен пультсем те кирлĕ пулмĕç...» Ĕненес килмест, çапла-и? Анчах çакăн пеккине эпир халех кинора куратпăр, илемлĕ литературăра вулатпăр. «Пултарулăх çыннисем ку енчен физиксенчен ăслăрах», - палăртать Владимир Ильич. Писатель фантастсем специалистсене ертсе пынă пекех пулса тухать капла...
«Лирикпа физик аташсах кайнă» текен шухăш çураличчен вулакана çакна пĕлтерме хыпаланам. Владимир Ильич пуш сăмах паврама юратакан çын мар - юмаха чăнлăха çавăрас енĕпе ĕçлеме те пуçланă вăл. Тĕрĕсрех, ку енĕпе 10 çула яхăн çĕмĕрет пуçне /хăйĕнчен килмен тĕрлĕ сăлтава пула кăна лав космос хăвăртлăхĕпе куçмасть/. В.Семеновăн компьютерĕ чăвашла ăнланать.
Анчах те «çырать» темелле çакна, те - «калаçать»? «Мĕн тĕлĕнмелли пур, чăваш шрифчĕ вырнаçтарсан кирек мĕнле компьютерпа та чăвашла наборлама пулать», - теме ан васкăр. Шăпах çакă кăсăклă та - Владимир Ильич наборламасть, компьютерпа «калаçать» кăна. Хăш-пĕр сăмаха калать те сасăсене сас паллие куçарма ятарлă пускăча пусать - экран çине çав сăмах тухать. Предложени каласан - предложени вуланать. Тĕрĕссипе, пускăча пусмасăрах наборланмалла сăмах, хальлĕхе ятарлă программăна хатĕрлесе çитерес ĕçе вĕçне çитермен-ха. Сăлтавĕ укçа-тенкĕпе те, вăхăтпа та çыхăннă. Ара, программине йĕркене кĕртсе çитермешкĕн пусма ларнă чăх пек вырăнтан тапранмасăр ĕçлемелле. Преподавателĕн шалăвĕпе - 5 пине яхăн - кун пек тăваймăн çав, выçă хырăм ирĕксĕрех хăй пирки аса илтерет.
Хальлĕхе В.Семенов компьютерĕн саппасĕнче - 10-15 сăмахпа предложени. «Пĕчĕк ачана пуплеве мĕнле хăнăхтаратпăр, компьютерпа та çавăн пекех ĕçлемелле, - ăнлантарать Владимир Ильич. - Çĕнĕ кашни сăмаха программăна кĕртме вăхăт нумай кирлĕ». Тен, çак проекта тахçанах вĕçленĕ пулĕччĕ чăваш каччи /виçĕ çул каялла кăна-ха çакă шухăш шайĕнче кăна çуралнă, халĕ вара программа хатĕр. Ăна малалла аталантарма пулăшакансем - физиксем, программистсем - кирлĕ/. Ку енĕпе вăл ăслăлăх ĕçĕ те çырма пуçланă, анчах Раççей пĕр регионĕнчи ăсчахсем ăна чăвашла аппаланма чарнă. Хÿтĕленес килсен ăслăлăх ĕçне вырăсла хатĕрлеме хушнă.
Мĕнле вăл - анне мар?..
Хăйĕн ĕçĕпе «чирлесех кайнă» Владимир Ильича итлесе ларнă май шухăш çуралать - мĕнле çапла ытла тăрăшуллă-ха вăл? Сăнĕпе те такама аса илтерет пек... Пуçри шухăшăмсене вулать тейĕн, хăйĕн çинчен каласа кăтартать. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичĕпÿрт каччи иккен. Тÿрех çав тăрăхри ывăнма пĕлмен ал ăсти, 90 çулти Т.Дверенин куç умне тухать. Пĕр тăвансем иккен! Йывăçран тунă чăваш пуканисемпе тĕнчипех чапа тухнă Терентий Парамонович Владимир Ильичăн тăван куккăшĕ-мĕн. Акă ăçта пытаннă тăрăшулăх, ĕçченлĕх сăлтавĕ. Палăртнă ĕçе вĕçне çитересси Дверенинсен юнĕнче тарăн тымар янă пулас. /Сăмах май, Т.Дверенин рационализаторла 30 ĕç авторĕ/.
Тĕлĕнтермĕш çак ăсчах ытти енĕпе те чăваш нумай арçыннинчен уйрăлса тăрать - эрех ĕçмест, чĕлĕм туртмасть, хĕрарăмсене хисеплет, çынна кÿрентерме юратмасть. Чăваш эстрада концерчĕсене тăтăшах çÿрет - хăйне чăваш сасси сывлăш пекех кирлине, çакă ăна малалла ĕçлеме хавхалантарнине палăртать. Авланман-ха. Хăйне пăхса ÿстернĕ çывăх çынни пекех ăшă кăмăллă, ырă чунлă пикене шырать.
«Анне пек хĕрарăм урăх курман эпĕ, - тет Владимир Ильич. - Питĕ лайăх çынччĕ вăл. Нихăçан та вăрçса, усал сăмах калса курман мана. Эпĕ 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне кăна пĕлтĕм - вăл манăн тăван анне те мар иккен. Çакна мана каласа панă çынсем мĕн шухăшларĕç-ши, аннемрен сивĕтесшĕн пулчĕç-ши? Çывăх çыннăмран сивĕтеймерĕç. Пачах тепĕр май, эпĕ тĕлĕнтĕм кăна - çавăн пек таса хĕрарăм анне пулмасăр пултарать-и вара? Ун çинчен çавăн пек калама хăйнă çынсене вара курайми пултăм».
Компьютера чăвашла «калаçтармаллах»
Пур енчен те тĕлĕнмелле канăçсăр чунлă çын вăл - Владимир Ильич.
«ЮНЕСКО чăваш чĕлхине пуласлăхсăррисен шутне кĕртнĕ. Çак программăна хута ярсан çакăн пек хăрушлăх тăмĕ чĕлхе умĕнче, - тет вăл. - Компьютера чăвашлатмасан вара, чăн та, малашлăх пирки калаçни те вырăнсăр. Хăвăрах шухăшлăр-ха, тĕнче компьютер çине куçса пырать. Искусствăллă ăс-тăн вара акăлчанла е вырăсла кăна шухăшлать. Чăвашла калаçтармаллах пирĕн ăна... Çак енĕпе темиçе çын ĕçлесен, патшалăх енчен пулăшу пулсан, иккĕленместĕп, ăнăçу нумай кĕттермĕ /машинăсене те кĕçех чăвашлах хушусем пама пулĕ. - М.И./. Тутар, пушкăрт ăсчахĕсене, сăмах май, патшалăх укçа-тенкĕпе çителĕклех тивĕçтерет. Вĕсем те çак енĕпе çанă тавăрсах вăй хураççĕ, анчах вĕсен программисем хальлĕхе калаçăва уйăраймаççĕ-ха».
Яш-кĕрĕме пархатарлă çак ĕçе хутшăнма йыхравлать хăй те çамрăк ăсчах. Кăмăл пуррисем университетăн физмат факультетĕнчи дизайнпа технологи уйрăмне пыма пултараççĕ. Юмаха чăнлăха çавăрас вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре çамрăксем хăйсен тÿпине хывасса шанас килет. Пуласлăхра хăйсен ятне сыхласа хăварнипех танлашать-çке ку. Анăçра, паллах, çакăн пек проектшăн миллион-миллионĕпе тÿлеме пултараççĕ. Анчах çуралнă кĕтесне чунĕпе парăннă патриот тăван халăхăн çутă малашлăхне сыхласа хăварас тĕллевпе тăрăшсах компьютера акăлчанла мар, китайла та мар... чăвашла ăнланма хăнăхтарать.
Маргарита ИЛЬИНА.

No comments: